Муркаш районӗн сайчӗ пӗлтернипе тӑрӑхри шултра мӑйракаллӑ выльӑхсен йышӗн ҫурри ытла — харпӑр хуҫалӑхри витесенче. Ку вӑл 10 383 пуҫ, е районти пӗтӗм йышран 65,4%.
Районти ялсенче пурӗ 6 082 ӗне (пӗтӗм йышран 72,5%), 1 192 сысна (пӗтӗм йышран 16,9% [сысна хӑҫан мӑйракаллӑ пулса тӑни паллӑ мар, анчах район сайчӗ вӗсене те ШМВ шутне кӗртет]), 9 683 сурӑхпа качака (пӗтӗм йышран 99%). Ҫавӑн пекех ялти уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче 38,3 пин кайӑк (ку районти йышран 10,3%), 29 лаша (районти йышран 34,5%) пур.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче кайӑк-кӗшӗкпе выльӑх-черлӗхе пусса пурӗ 569 тонна аш тунӑ, 6 591,4 тонна сӗт сунӑ, 1 227,8 пин ҫӑмарта сутнӑ. Муркаш районӗпе шутласан уйрӑм хуҫалӑхра аш тӑвасси 66% танлашнӑ, сӗт сӑвасси — 74,6%.
Ялти уйрӑм хуҫалӑхсенче пуш уйӑхӗнче ӗнерен вӑтамран 12,6 кг сӗт илнӗ (пӗлтӗрхи кӑтарту — 13,3 кг).