Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хутар ял тӑрӑхӗнче (Ҫӗмӗрле районӗ) Хутар ялӗн кунне уявларӗҫ. Ку уяв ялта пӗрремеш хут иртрӗ, ял уявне таврари пӗтӗм ялти ҫынсем пухӑнчӗҫ.
Илемлӗ сцена, ҫӗпӗҫ чӑваш юрри, шӳрпепе чӑваш сӑри — уява савӑнӑҫлӑ ирттерме мен кирлӗ тата? Уяв чӑнах та пурне те килӗшрӗ!
Уяв умӗн ял тӑрӑхӗнче кил-ҫӳрт илемлӗхне тата типтерлӗхне кӑтартакан конкурс та ирттерчӗҫ. "Чи типтерлӗ кил-ҫурт" ятне Николаева Н.И тивӗҫрӗ. Чи чечеклӗ пӳртумӗ вара Хутарти Е.Е. Тарасовӑн, Пилешкассинчи Р.И. Семёновӑн, Тукассинчи Р.И. Романовӑн, Янташри С.В. Макаровӑн. ПИлешкассинчи Ю.А. НАзарова вара яла типтерлӗх кӗртнӗ ӗҫне лайӑх хакларӗҫ.
Ялти ватӑ ҫынсене те манса каймарӗҫ — чи ватӑ Панцева Анна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн аллинчен парне илчӗ.
Концерта Хутарти шкул-гимназири вокал ушкӑнӗ уҫрӗ. Ҫавӑн пекех юрӑ-кӗвӗпе уява килнӗ ҫынсене Хутар ял культура ҫуртӗнчи ача-пӑча ансамблӗ, ҫӑмрӑк юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ. «Шанчӑк» ятлӑ фольклор ушкӑнӗ, Турхан ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем те вӗсенчен юлмарӗҫ — ҫапӗҫ сассисемпе юрӑсем юрласа пачӗҫ. Концерта каяран вара чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсем малалла тӑсрӗҫ — Катя Петрова, Вероника Арисова, Олег Кайкӑр, Пётр Романов.