Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Виталий Станьяла чыслама пуҫтарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 13.08.2020 20:56 | 1777 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Енри паллӑ педагога, публициста, общество ӗҫченне, ӑсчаха, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, таврапӗлӳҫӗне, Виталий Станьяла «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Станьял ялне тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Хисеплӗ ватта сумлӑ ят панине ӗнентерекен хӑйӑва ҫыхса янӑ. Хитре хӑйӑва районти «Паха тӗрӗ» предприятийӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ.

Виталий Станьяла хисеплесе вырӑнти артистсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов ҫитнӗ. Депутат аксакалӑн нумай енлӗ пултарулӑхне палӑртса хӑварнӑ. Николай Хорасев награда хӑйӗн геройне тупнине хавхаланса каланӑ.

Виталий Петрович тӑван Анат-Кӗнер шкулне аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Ивана Яковлевӑн, пысӑк портретне (ӑна Чӗмпӗрти Анатолий Еграшкин художник 1999 ҫулта ӳкернӗ) парнеленӗ. Шурсухал Иван Яковлев шкула темиҫе хутчен те килсе кайнине, шкултан икӗ класлӑ училищӗне йӗркелеме ҫине тӑнине картина айне ҫырса хума ыйтса каланӑ. Ачасен историе пӗлмелле-ҫке.

#Станьял, #шкулсем, #чыславсем, #Шупашкар районӗ, #саламсем, #Анат Кӗнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 3990.12.0981
2020.08.13 21:52
Саламлатпӑр, хисӗплӗ Станьял пичче!
Пĕри // 1064.37.2505
2020.08.14 21:01
Вăхăт епле улшăнать! Паян Шупашкар район ертÿçи Станьяла хăй килсе саламлать, 15 çул калла вара районăн ун чухнехи ертÿçи Станьял ятне хура списока кĕртнĕччĕ, районта ун ятне нимле официаллă мероприятире те асăнтарттармастчĕç

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем