Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер трейдинг интернет-сайта кӗнӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ҫухатнӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Финанс аналитикӗ имӗш вӑл. Арҫын ӑна криптовалютӑна сутма вӗрентме шантарнӑ. Ҫапла майпа хӗрарӑм палламан суту-илӳ лапамӗнче счет уҫнӑ.
Хӗрарӑм вара электронлӑ суту-илӳре темех пӗлсе кайман. Вӑл арҫын ярса панӑ программӑсене лартма килӗшнӗ. Арҫын 10 кунра укҫа ӗҫлесе илме пулӑшасси пирки юмах ҫаптарса шанчӑка кӗнӗ.
Аферист хӗрарӑма кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ, пысӑк процент шантарнӑ. Кредита парсанах арҫын хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана тӗрлӗ электронлӑ енчӗксем ҫине куҫарнӑ. Хӑй вара ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна 1 миллион та 140 пин тенкӗ «парнеленӗ».