Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Тани Юн актрисӑна аса илчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.01.2013 13:51 | 2006 хут пӑхнӑ

Виҫӗмкун, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Тани Юн актисӑна аса илчӗҫ — «Слава и трагедия Тани Юн» (чӑв. Тани Юн чапӗпе асапӗ) театрланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Ӑна паллӑ актриса ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине паллӑртса ирттерчӗҫ.

И.С. Масимов-Кошкинскийӗн мӑшӑрне аса илсе иртрренӗ каҫра тӗрлӗ тӳре-шарасӑр пуҫне Тани Юн пӗртӑван хӗрӗ, Етӗрнере ҫуралса ӳснӗ Светлана Березкина, Пётр Градов сӑвӑҫ-тӑлмач, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ актёрӗ Андрей Градов, Светлана Асамат сӑвӑҫ тата ыттисем пулчӗҫ. Светлана Березкина хальхи вӑхӑтра Тани Юнпа И.С. Максимов-Кошкинскийсен япалисене упрать, вӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатас ӗҫре вӑй хурать.

Литература каҫӗнче Етӗрнери тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем Тани Юнӑн пурнӑҫри саманчӗсене кӑтартса унӑн кун-ҫулне ҫутатса пачӗҫ. Ҫавӑн пекех сӑвӑсем вуларӗҫ, Тани Юн монологӗсене сцена ҫинчен каласа пачӗҫ, «Сӑр ен» халӑх ансамблӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗ. Светлана Березкинӑпа Светлана Асамат та хӑйсен сӑввисемпе паллаштарчӗҫ. Наталья Мазюкова Тани Юн актрисӑна халалланӑ хӑйӗн сӑввисене каласа пачӗ.

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче пурне те Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан культура ҫуртне чӗнчӗҫ — унта Тани Юна халалласа «Великая и неповторимая звезда чувашского кино» (чӑв. «Чаплӑран та чаплӑ чӑваш киновӗн ҫӑлтӑрӗ») портрет-каҫ иртӗ.

Сӑнсем (42)

#Етӗрне районӗ, #Етӗрне, #Пӗрҫырлан, #литература каҫӑсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем