Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗн суйлавне хутшӑнакан тӑххӑрмӗш кандидатран документсем йышӑннӑ. Вӑл – право хӳтӗлевҫи тата журналист Юрий Сидоров.
Палӑртмалла: Юрий Сидоров суйлав кампанине пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл суйлавра ҫӗнтерессе шанмасть, унта экспериментшӑн хутшӑнать: суйлав ултавлӑ иртмест-и?
Аса илтерер: Элтепер суйлавне хутшӑнма хальлӗхе 9 кандидат документсем тӑратнӑ. Вӗсем Олег Николаев, Юрий Шакеев, Сергей Матвеев, Николай Степанов, Николай Коклейкин, Андрей Ильмендеров, Александр Андреев, Константин Степанов.
Agabazar // 1764.59.7065
2020.07.09 23:29 | |
Таçтан килсе çакланнă такам. | |
Вулакан // 2789.12.6195
2020.07.10 00:19 | |
Провокаторсем Чӑваш Енче пур...
Ку ҫич ют ҫын - журналист мар! Правозащитник мар! Интернетра ҫыракан кӑна. Пирӗн республика вӗсем валли - эксперимент уйӗ кӑна! Пире ҫаксене те пӗлес пулать. | |
