Суйлав тесен такам та хӑйӗн кандидатурине тӑратать пулӗ. Ватти те, ҫамрӑкки те. Кашнин хӑйӗн тӗллевӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗ республика Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас кӑмӑллӑ тата тепӗр кандидата регистрациленӗ. Вӑл — «Партия пенсионеров» (чӑв. Пенсионерсен партийӗ) партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Степанов.
Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Элтепер пулас ӗмӗтлӗ кандидат аслӑ ҫулхисен татса паман ыйтӑвӗсене хускатасшӑн. Вӑл хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ыйтупа та чунне ыраттарать.