Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хӗллехи вӑрман илемӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.01.2013 21:01 | 8339 хут пӑхнӑ
Хурӑнай ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк хыр вӑрманӗ
Хурӑнай ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк хыр вӑрманӗ

Ҫутҫанталӑк илемӗпе киленме пӗлмен ҫын ҫуках ӗнтӗ, тесе шутлатӑп. Чӑн та, йӗри-тавралӑх кашни самантрах улшӑнса тӑрать. Мӗншӗн тесен чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксем ҫеҫ мар, кашни йывӑҫпа ҫӗр ҫинчи кашни пӗчӗк курӑк пӗрчи те чӗрӗ чунлӑ. Вӗсем те эпир сывлакан сывлӑшпа сывлаҫҫӗ, шыв ӗҫсе, ҫӗр-анне паракан сӗткенне ӗмсе транса пурӑнаҫҫӗ.

Хӗллехи вӑрман тарӑн та тутлӑ ыйха путнӑн туйӑнать. Уйрӑмах йывӑҫсемпе тӗмсен тураттисем ҫине шурӑ юр ҫуса лартсан вӗсем кӑпӑшка мамӑк утиялпа витнӗнех курӑнаҫҫӗ. Йӗри-тавра — канлӗ шӑплӑх. Ялтан тухнӑ чухне тин ҫеҫ уҫӑ вырӑнсенче аванах сивӗ ҫил вӗретчӗ, юр ҫавӑрттарса илсе вӗҫтеретчӗ. Йӗлтӗрпӗ вӑрманалла вӑркӑнтарса кӗтӗмӗр ҫеҫ — нимӗнле ҫил те ҫук. Лӑпкӑлӑх патшалӑхӗн тыткӑнне лекрӗмӗр, тейӗн ҫав. Мӑнаҫлӑ хырӑсен вуллисем хушшинче йӗлтӗр йӗрӗ малран-малалла чӗнсе йыхравлать. Ҫумрах чупса пыракан кӗске ураллӑ йытӑ малтан пӑлан пек ялт! та ялт! туса ҫӳлелле сиксе пычӗ. Анчах та часах тарӑн юр ӑна вӑйран ячӗ пулмалла та, пирӗн Кампур хуҫа хыҫне юлса йӗлтӗр йӗрӗ тӑрӑх чупа пуҫларӗ. Ҫапах та, темле йывӑр пулсан та, киле кайма шутламарӗ, пӗрех пирӗн хыҫҫӑн малалла талпӑнчӗ. Хӗл илемӗ тата сӑмахпа каласа ӑнлантарма ҫук витӗр уҫӑ сывлӑш ӑна та тыткӑнларӗ, курӑнать.

…Чылаях вӑхӑт иртрӗ пулин те, киле каясси пирки шутлас та килмерӗ. Сисӗнмесӗрех тавралӑха каҫхи сӑн та ҫапа пуҫларӗ. Тинех килелле ҫул тытрӑмӑр. Ывӑнма ывӑнтарать те, анчах ӳт-пӳре, ҫан-ҫурӑмра — канӑҫу хуҫаланать. Чунра ты ырӑ.

Ытти ҫынсене, уйрӑмах ача-пӑчасемпе ҫамрӑксене калас килет: телевизорсемпе компьютерсенчен кӑшт ҫеҫ канӑр-ха! Хӗл кунӗсемпе усӑ курса урама, ҫывӑхри тӑвайккисемпе катоксем ҫине, вӑрмансемпе парксене ҫитсе кӑштах та пулин йӗлтӗр-конькипе е ҫунашкасемпе ярӑнса пӑхӑр! Паллах, кун пек туни кашнин сывлӑхӗшӗн те питех те усӑллӑ.

#Комсомольски районӗ, #Хырхӗрри, #Хурӑнай

 

Комментари:

вика // 9502.9.4946
2018.12.18 16:10
Ӑҫта эпӗ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем