Республикӑра тепӗр ҫын кӑшӑлвируспа вилнӗ. Вӑл – Улатӑрти медсестра. Унӑн анализӗ вирус пуррине ҫирӗплетнӗ.
44 ҫулти хӗрарӑма Улатӑрти пульницӑн инфекци уйрӑмне ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вырттарнӑ. Унӑн ун чухне ӳпки икӗ енчен те шыҫнӑ пулнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн ытти чир пулнӑ: гипертони, чӗре чирӗ, сахӑр диабечӗ. Ҫитменнине, вӑл самӑр пулнипе аптӑранӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сывлӑхе тата хавшанӑ, сывлама йывӑрланнӑ. Ҫавӑнпа ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине куҫарма шутланӑ. Анчах ҫитеймен – хӗрарӑм ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
Ӗнерхи кун тӗлне Чӑваш Енре 2472 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 765-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне каварлӑ инфекцие пула 12 ҫын вилнӗ.