Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Инспекторсене хӗненине Чӑваш Ен ертӳҫи те хурланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.05.2020 14:09 | 1520 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
mir24.tv сӑнӳкерчӗкӗ
mir24.tv сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра пурӑнакан ӳсӗр водителе тытса чарассишӗн пӑшалпа усӑ курма тивнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмах Канаш районӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗр водитель тӗлӗшпе пакунлисем протокол ҫырма пуҫланӑ. Ҫав самантра вырӑна ҫамрӑксемлӗ икӗ машина пырса ларнӑ. Вӗсенчен пӗринче водителӗн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫак ушкӑн протокол ҫырнине хирӗҫ пулнӑ. Ӳсӗр водитель вырӑнтан тарас тенӗ, анчах полицейски ҫула пӳлнӗ. Ҫав самантра водителӗн ывӑлӗпе тепӗр ҫамрӑк пакунли ҫине сиксе ӳкнӗ, тапса, ҫапса пӗтернӗ. Инспектора вӗсем ҫӗр ҫине ӳкернӗ. Водитель тата унӑн ывӑлӗ каллех тарма пӑхнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри ӗҫри пӑшалпа асӑрхаттармалла малтан сывлӑша пенӗ, унтан машина кустӑрмине персе шӑтарнӑ.

Ҫак пӑтӑрмаха пӗлсен Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хайӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ӳсӗрле руль умне ларнине тата пакунлисемпе хирӗҫнине вӑл ырламан. Пуҫтахсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе епле тишкернине вӑл хӑй сӑнаса тӑма шантарнӑ.

#ҫул-йӗр, #Канаш районӗ, #Тӑвай районӗ, #Тӑрмӑш, #водительсем, #ӳсӗрсем, #пӑтӑрмахсем, #пуҫиле ӗҫсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Каллималлин // 9225.5.3919
2020.05.06 20:08
Инспекторсене хĕненине вăл хирĕç, инспекторсем хĕненĕ чухне вара мĕнле?
Ереми // 4062.15.4256
2020.05.08 22:29
Тӑрмӑш ялӗ Курмӑш пек. Курмӑш тесен чун хурланать

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем