Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисене халалласа ҫавра сӗтел иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.02.2019 20:17 | 2337 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем тата вӗсен ӑслӑлӑх эткерлӗхӗ» ятлӑ ҫавра сӗтел иртмелле. Йӗркелӳҫӗсем — институтпа наци вулавӑшӗ — ӑна Н.П.Петров профессорӑн 90 ҫулне, А.С.Канюковӑн 100 ҫулне тата М.Р.Федотовӑн 100 ҫулне халалланӑ.

Ҫавра сӗтел Чӑваш республикин наци вулавӑшӗн 201 пӳлӗмӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

Тухса калаҫакансен йышӗнче Соловева Г.П, Дегтярёв Г.А, Долгова А.П, Ахвандерова А.Д., Виноградов Ю.М., Иванов В.А., Егоров Н.И., Ерагин Е.Е., Хусанкай А.П., Терентьев В.М., Никифоров Г.Л., Тургай В.В. пулӗҫ.

Ҫавра сӗтеле ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ.

#наци вулавӑшӗ, #юбилейсем, #ҫавра сӗтелсем, #ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/1443.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1085.47.8759
2019.02.25 21:01
Agabazar
Николай Петровӑн сурхури пирки ҫырнӑ статйине (е статйин пӗр пайне) хӑҫантанпа ӗнтӗ шырап. халиччен те тӗл пулаймарӑм-ха.
Ҫавӑн пекех М.Р.Федотовӑн Улатӑр хулин историйӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ статйине те шыратӑп. Интернетра ун ӗҫӗсене асӑнса тухни (список) пур. Анчах та вӗсенчен хашӗ Улатӑр пирки пулма пултарассине тӳрех тавҫӑрса илмешкӗн май ҫук.
Тимер Акташ // 2036.14.8395
2019.02.25 23:41
Михаил Федотов еткерлехне унан таван Терентьев пухать те кенекесене пичетлет. Унран ыйтмалла пуль.
Тимер Акташ // 2036.14.8395
2019.02.25 23:43
Сак кенекесем ЧР Наци библитекинче пулмалла пуль.
Agabazar // 1314.89.7907
2019.02.27 22:41
Agabazar
Терентьев икĕ кĕнеке кăларма ĕлкĕрнĕ пулас. Эп шыракан статья унта çук. ЧР Наци библиотекинче епле шырама пулать? "Советская Чувашия" хаçат подшивкисене тишкерсе. Мĕншĕн тесе ун чухнехи контента Интернета кăларса хуман.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем