Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль Шупашкарта 15-мӗш хут иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.06.2007 17:50 | 2174 хут пӑхнӑ

Шӑматкун Шупашкарта Республика Кунӗн уявӗ шутне кӗрекен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль уҫӑлчӗ. Фестивале уҫас умӗн фестивалье хутшӑнакан ушкӑнсем театрализацилесе утса тухрӗҫ. Наци вулавӑшӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ лапам таринех юрласа та ташласа утрӗҫ. Фестивале Германири, Словакинчи, Белоруссинчи ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчен килнӗ ушкӑнсемпе перле утрӗҫ. Утакан колоннӑн вӗҫӗнче вара Республикӑри пултарулӑх ушкӑнесем утрӗҫ.

Ламапа утса ҫитнӗ хыҫҫӑн фестиваль уҫӑлчӗ. Малтан фестивале Олег Овельев радиоведущийпе Чӑваш халӑх артистки Светлана Бубнова ертсе пычӗҫ. Каярахпа вӗсене паллӑ юрӑҫ Августа Уляндинӑпа Алексей Болдырев телеведущий улӑштарчӗҫ. Фестивале уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ ҫалкуҫ шывӗсене пӗрле пуҫтарчӗҫ, салам сӑмахӗсене каларӗҫ. Н.В. Фёдоров тухса сӑмах каларӗ, фестивале хутшӑнакан ушкӑнсене саламларӗ.

Вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче фестиваль малалла тӑсӑлчӗ. Фестивале хутшӑнакан ушкӑнсем Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗнче, Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗ умӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ умӗнче хӑйсем пултарулахӗпе савӑнтарчӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксене кунта тупма пулать: http://gallery.chuvash.org/v/prazdniki/salkus2007/

#пултарулӑх ушкӑнӗсем, #Раҫҫей ҫалкуҫӗсем, #Шупашкар, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем