Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Паян — музейсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.10.2012 17:31 | 1918 хут пӑхнӑ
Хырхӗрри шкулӗнч ачисем экскурсире
Хырхӗрри шкулӗнч ачисем экскурсире

Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — Василий Иванович Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.

Малалла ҫул — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — Андриян Григорьевич Николаев виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Экскурсовод каланине тимлесе итлерӗҫ, итлерӗҫ ҫеҫ те мар, ыйтусене тӗрӗс хуравсем парса парнесене те тивӗҫрӗҫ. Уйрӑмах 4-мӗш класра вӗренекен Ирина Иванова тата 2-мӗш класри Лариса Малышева маттур пулчӗҫ. Чи тӗлӗнмелли, асра юлмалли — космонавтсен тумтирӗсем, тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ карап, тата паллӑ ентеше вӗҫев хыҫҫӑн Шупашкарта кӗтсе илнӗ ултӑ метр тӑршшӗ ЗИС автомобиль. Ытти экспонатсем те калама ҫук интереслӗ. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ачасемпе вӗсен класс ертӳҫисем килелле васкарӗҫ. Куҫ умӗнче вара — музейсенче курни-илтни. Харпӑр хӑй куҫпа курнине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ, ӗмӗрлӗхе асра юлаҫҫӗ ҫакӑн пек самантсем.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар, #Хырхӗрри, #Комсомольски районӗ, #Шуршӑл, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем