Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ял вулавӑшӗ хӑтлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, ҫулталӑк хушшинчекенеке вулама кунта 630 ҫын ытла ҫӳрет — Урхас Кушкӑран, Йӗрӗх Ҫырминчен, Тури Упакассинчен. 1975 ҫулта йӗркеленнӗ вулавӑшра темиҫе клуб ӗҫлет: «Асӑм», «Солнышко», «Колосок», «Подворье».
Нумай пулмасть «Колосок» клубӑн пайташӗсем Мӗшӗлте хӑнара пулчӗҫ — ку ялта Данилова З.Ф. пурӑнать, упӑшкипе пӗрле хӑйӗн килӗнче тӗрлӗ чӑх-чӗп ерчетет. Каласа хӑварас пулать, Зинаида Фоминична Урхас Кушкӑ ял вулавӑшне час-часах ҫӳрекен вулавҫӑ, ҫавӑнпа та клуб пайташӗсем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Даниловсен картинче мӗнле кӑна кайӑк ҫук пулӗ? Тӗрлӗ тӗслӗ чӑхсем, кӑркка, кӑвакал, цесарка... — пурне те каласа тухас та ҫук. Чи юратнисем вара — ылтӑн тата кӗмӗл тӗслӗ хир чӑххисем. Кил хуҫисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем тахҫанах турткӑш туянасшӑн пулнӑ — нумай пулмасть ҫак кайӑк вӗсен картинче вырӑн тупнӑ та иккен. Хальлӗхе аҫи кӑна, кӑштахран амине те илсе килесшӗн.
Кайӑк-кӗшӗкпе хур-кӑвакала епле ӳстермеллине, вӗсене мӗнле пӑхмаллине Даниловсем кӗнекесемпе журналсенчен вӗренеҫҫӗ иккен, «Приусадебное хозяйство», «Сельская новь» журналсене кашни ҫулах ҫырӑнса илеҫҫӗ.
