Пурӑнма кӗтес ҫук тӑлӑхсене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтернине пӗлетпӗр-ха. Анчах хваттер уҫҫи тыттарма тӳре-шара пур чухне те васкамасть ҫав...
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те ҫаплах. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ пӗр ҫамрӑк пурӑнма кӗтеслӗ пулас тесе район администрацийӗнче черете тӑнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртсен те хваттер пама васкаман. Чӑтӑмлӑх пӗтнӗ ҫамрӑк прокуратурӑна васканӑ. Унта вӑл йӑлтах тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, хӑйне хӳтте илме ыйтнӑ.
Надзор органӗ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта вӑл район администрацине тӑлӑха пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме ыйтнӑ. Суд прокуратурӑпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ — тӑлӑха хваттерлӗ тума хистекен йышӑну кӑларнӑ.
Ҫапла вара район администрацийӗн тӑлӑх ҫамрӑка хваттер туянса памах тивӗ.