Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Вырӑсланса пырас юхӑма Акатуй та чараймӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.06.2019 17:53 | 2643 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни.

«Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта.

Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.

#уявсем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 4227.95.5826
2019.06.26 15:21
Ас тӑватӑр-и, КПСС вӑхӑтӗнче ҫакнашкалрахчӗ наци политики? Ӑҫта халь КПСС? Ку та нумая пымасть! Апла кайса ӳксе тапкаланма, кӑпӑк кӑларма нимле сӑлтав та ҫук.
Agabazar // 3157.85.3316
2019.06.26 17:15
Agabazar
Социолингвистика саккунĕсм пур çĕрте те пĕр. Физика, хими саккунĕсем пекех пăркаланми ĕçлеççĕ вĕсем. Алибасов хăй сăмахне мĕншĕн вырăсла калани ăнланмалла мар.
Agabazar // 3440.78.2885
2019.06.27 17:43
Agabazar
Акатуй чăвашлăха сыхламалли хĕçпăшал мар иккенне эпир такамсем каламасăрах пĕлетпĕр.
Чăнах та çапла пулнă пулсан, акатуя тахçанах чарса лартнă пулĕччĕç. Акатуя вара халлĕхе чарман. Мĕншĕн тесен унра хăрушлăх курмаççĕ.
Микула // 9259.3.8429
2019.06.27 20:01
Кун пек акатуй ултав кӑна ,"отвлекающий маневр". Шкулсем хупса пыраҫҫӗ,чӗлхене шкулсенче ют чӗлхерен те ют туса хураҫҫӗ,вӗрентекенсен шутне чакарса пыраҫҫӗ. Паллах кун пек тунине акатуйӑн мӗнле те пуллин саплаштармалла.
Анчах та паян чӗлхене кам ытларах пӗтерсе пыни пирки мӗншӗн шарламастӑр ? Курмастӑр ,илтместӗр ?
Шкул чи малта. Отдел образования ҫав ӗҫе тӑвакансен йӑви. Унта чӑваш чӗлхине хирӗҫле начальник ларать пулсан уйрӑмах хӑрушлӑ. Кам паян ялти шкулсем хупать ? Кам паян детские сады с родным языком воспитания сами делайте тесе сурчӑкне сирпӗтсех кӑшкӑрать ? Урамри ахаль чӑваш мар ун пек калаканни.
Микула // 9259.3.8429
2019.06.27 20:20
Чи малтан чӗлхе пирки калаҫу пулсан малтанлӑх ориентир сирӗн Татарстан пулмалла. Унта пур пирӗн ҫук пулсан яваплисем тивӗҫсӗр пулнине тӑна кӗмелле. Вырӑса айӑплама кирлӗ мар. Ятарласа лартнӑ, юрас текеннисем урлӑ чӗлхене пӗтерсе пыма меллӗрех пулнине ӑнланмалла. Асӑрханӑ пулсан уншӑн пысӑк шалуллӑ толшноҫ вӗсемшӗн яланах хатӗр пулнине тӑна кӗмелле. Вӗсен "ӗҫ " шкулсем хупасси,кафедрӑсем тата ытти сӑтӑр тӑвасси ?
Ӑнланас пулать паян чӗлхене пӗтерсе пыраканни ытларх шкул тата ун ҫывӑхӗнчи чиновник.
Ҫавӑнпах мӗн тумаллине пӗлмесӗр паника, мӗншӗн тесен кӗтмен ҫӗртрен тапӑннӑ,тата пӑшалӗ вӑрттӑн тата сасӑсӑр,анчах та хирӗҫ тӑма вӗренмелле .
Agabazar // 3440.78.2885
2019.06.27 20:24
Agabazar
Вырăса айăплама кирлĕ мар тенĕ-ха та, анчах та чăваша айăплама юрать-и?

Юрать-и е юрамасть-и? Юрамасть е юрать???
Микула пекех. // 9259.3.8429
2019.06.28 09:32
Совет Союзне нимле халӑх та аркатман, "руководств" аркатнӑ. Чӗлхе пирки те ҫавнах каламалла. Руководство,халӑх мар айӑпли. Ҫынсене паян шкул та телевизор та шутлама вӗрентесшӗн мар , "руководство " суйнине ӗненме кӑна хушса лараҫҫӗ. Наукӑра академическая мафия хуҫаланать. Ялсенче шкулсем хупӑнаҫҫӗ,сату кунне ҫӗршывра виҫӗ чиркӳ уҫӑлать.
Кӗскен каласан, преступный приказсене ,инструкцисене пурнӑҫлама васкакан сутӑнчӑкла подстилкӑсенче айӗпӗ,халӑхра мар. Тата ҫӑварӗсене уҫма хӑракан нацин вӗҫне юлнӗ шупӑрла,кӗрекене юратакан интеллигенцинче.
Чӑвашӑш паян ӑнланмалла ,пире вырӑс та ,татар та американецсем те ҫӑлас ҫук. Яковлев халалӗ тахҫанах кивельнӗ. Чӑвашӑн паян хӑйне кӑна тата юнашар ҫума ҫумӑн тӑракан чӑваша шанма вӗренмелле. Чӑвашӑн сӑнарӗ совет саманинче калӑплани мар пулмалла.

Agabazar // 2358.56.3055
2019.06.28 11:15
Agabazar
Микула, чăвашла калаç. Ан хуçкала чĕлхе-çăвара.
Ялтан // 2726.41.0258
2019.06.30 15:46
Кам паян вӗренӳ ӗҫне Чӑвашра ертсе пырать? Мишка чӑваша лартма хӑрать ҫав ӗҫе, Мускавра ларакан Артеминко умӗнче чӗркуҫленсе Рязань вырӑсне лартать. Федоров культура министрне вырӑса лартма пуҫларӗ, ку анкӑ-минкӗ унран та иртсе кайрӗ. Халӑхӑн ҫакна манас пулмасть!
Agabazar // 8042.4.7347
2019.07.01 15:35
Agabazar
Ялтан пулнипе кама тĕлĕнтересшĕн?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем