Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш вӑййи

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleks-lyda51 16.05.2012 23:07 | 3204 хут пӑхнӑ
Вӑйӑ картинче
Вӑйӑ картинче

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем вӑййа тухрӗҫ. Ҫанталӑкӗ те илемлӗ пулчӗ¸ хӗвелӗ пӑхать¸ шкул ҫумӗнчи стадион сарӑ чечек кавирӗпе витӗннӗ. Ҫакӑнта ҫерем ҫинче ҫамрӑк хӗрсемпе каччӑсен вӑййи ҫаврӑнать. «Илемлӗ¸ илемлӗ¸ чӑваш вӑййи илемлӗ…» янӑрать таврана вӑйӑ юрри. Ӑмсанмалла хитре тӗрӗ-эрешлӗ чӑваш кӗписем тӑхӑннӑ¸ ахах-мерчен тухьяллӑ хӗрсемпе каччӑсем вӑйӑ курма килнӗ ял халӑхне чуна уҫӑлтаракан сӑвӑ-юрӑпа¸ ташӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Уяв концертне вӗрентекенсем «Чечеклен¸ Чӑваш ен! юрӑпа уҫрӗҫ¸ ун хыҫҫӑн кашни класс хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Чи хаваслӑ самант вара аслӑ класра вӗренекен хӗрсемпе каччӑсен тупӑшӑвӗ пулчӗ. Хӗрсем кӗвентепе шыв йӑтрӗҫ, чечек ҫыххи пуҫтарчӗҫ.., каччӑсем пӗр-пӗринпе вӑй виҫрӗҫ, вӗрен туртрӗҫ…

Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне, юрри-кӗввине сыхласа хӑварас тесе йӗркеленӗ уяв кӑҫал 15-мӗш хут иртрӗ. Кӑҫалхи уява пучинкесем Республикӑра Чӑваш чӗлхи тата Чӑваш Патшалӑх Символӗсен кунӗсене уявлама пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Уява специалистсен хушма професси вӗрентӗвӗ (квалификацине ӳстерекен) «Чӑваш республикин вӗрентӳ институчӗ» БВУ чӑваш чӗлхипе литература кафедрин методисчӗсем Петрова Л.Г., Смирнова Л.А., ФГБОУ ВПО «И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ» истори теорийӗпе музыка методикин кафедра заведующийӗ Галкина В.Л., алгебра кафедрин доценчӗ Яников А.В., Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Шупашкарти 9-мӗш номерлӗ шкулӑн музыка вӗрентекенӗ Глякина Р.В., Муркаш тата Йӗпреҫ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.

Чӑваш вӑййи – халӑх ҫинчи савӑнӑҫ.

#Йӗпреҫ районӗ, #Пучинке

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем