Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «СУ-56» тулли мар яваплӑ пӗрлӗхӗн тӗп директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна икӗ ӗҫчен умӗнче шалу парӑмӗ капланса кайнӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, фирма пуҫлӑхӗ предприятире ӗҫлекен икӗ ҫынна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен ӗҫ укҫи тӳлемен, ҫапла майпа вӗсен умӗнчи парӑм 310 пин тенке ҫитнӗ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство компанийӗн ертӳҫин хайхи ӗҫченсене шалу тӳлеме майсем пулнӑ, анчах вӑл пур укҫана урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ.
Палӑртса хӑвармалла, кӑшт маларах кӑна Ҫӗмӗрле районӗнче фирма директорне ӗслекенсен умӗнчи шалу парӑмӗшӗн судпа айӑпланӑ.