Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: «Сувар» хаҫатӑн юбилейӗнче Ренат Харис Петӗр Хусанкайӑн сӑввине тутарла вуласа пачӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.02.2019 21:54 | 2095 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Ренат Харис Петӗр Хусанкайӑн сӑввине вулать
Ренат Харис Петӗр Хусанкайӑн сӑввине вулать

Шӑматкун, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче «Сувар» хаҫат 25 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Чи малтанах вулавҫӑсен конференцийӗ иртрӗ — унта аякран килнӗ хӑнасем те, Тутарстанри журналистсемпе почта ӗҫченӗсем те тухса сӑмах каларӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ, «Канаш» тата «Урал сасси» хаҫат редакцийӗсем хӑйсем кӑларакан хаҫат-журналсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи мӗнле сарӑлни пирки каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех конференцире «Сувар» хаҫатӑн ӗҫченӗсене хисеп хучӗсемпе тата премипе чысларӗҫ, хаҫата тӑтӑш ҫырса тӑракансене хисеп турӗҫ.

Вулакансен конференцийӗ хыҫҫӑн Николай Сорокинӑн «Свети, мой Млечный путь» (чӑв. Ҫутат, Хуркайӑк ҫулӑм) кӗнекен хӑтлавӗ пулчӗ.

Иккӗмӗш пайӗнче юбилея халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Вал Туслӑх ҫуртӗнчи акт залӗнче пулчӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара тата хаҫат тусӗсем юбиляра саламларӗҫ, парнесем парнелерӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче тутар ҫӑвӑҫи Ренас Харис та (сӑмах май, хаҫат ятне вӑл тупса панӑ, иккен) пулчӗ. Вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине тутарла вуласа пачӗ. «Халиччен ку сӑвва мӗнле чӗлнехе кӑна куҫарман пуль, анчах тутарла халь те никам та куҫарман. Ҫак ҫитменлӗхе пӗтерес тесе эп ӑна тутарла куҫартӑм, сире вуласа паратӑп», — терӗ тутар поэчӗ сӑвва вуласа парас умӗн.

Савӑнӑҫлӑ уява илем кӳме Шупашкартан «Ҫавал» ушкӑн ҫитнӗччӗ. Унан ташши юррисем куракансен кӑмӑлне кайрӗҫ тесен йӑнӑш пулмӗ. Уява вӗҫлесе Елена Карсакова «Сувар» юрра юрласа пачӗ.

#конференцисем, #Сувар, #хаҫатсем, #Хусан, #кӳршӗре, #Тутарстан, #юбилейсем

 

Сӑнсем (85)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем