Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сакӑрвуннӑра пулсан та аллӑмсем ӗлӗкхи евӗрлех ӗҫе туртӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 14.03.2012 17:43 | 1893 хут пӑхнӑ

Нина Петровна Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ял пуҫлӑхӗн амӑшӗ, нумай пулмасть 80 урлӑ каҫрӗ. Вӑрманкасра ҫитӗнсе, ҫакӑнтах качча тухса ӗмӗрне ирттернӗ Владимир Ильич Васильевӑн амӑшӗ. Упӑшкипе, Илляпа, ултӑ ача ҫуратса тӑваттӑшне ҫирӗп ура ҫине тӑратнӑ. Ялти пурнӑҫ мӗнле пулнине кунта ҫуралса ҫитӗннӗ ҫын ҫеҫ пӗлет ӗнтӗ. Тӑватӑ пӗчӗк ачана мӑшӑрсӑр (Илля 40 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ) ҫитӗнтерсе ҫын тума чӑваш хӗрарӑмӗ ҫеҫ пултарать пулӗ.

Вӑтӑр ҫула яхӑн Нина Петровнӑн пурнӑҫӗ вӑрманпа ҫыхӑннӑ. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗ вӑл вӑхӑтра республикӑра малти ретсенче пулнӑ, юман, хурӑн тата ҫӑка касса тирпейленӗ, вӑрлӑх акса ҫӗнӗ йывӑҫ лартнӑ. Ӗҫ укҫи 34 тенкӗ кӑна пулнӑ (колхозра вӑл вӑхӑтра пӗр пус та тӳлемен). Вӑрман ӗҫченӗсене тӳлевсӗр вутӑ пани те, ӗне валли утӑ ҫулма вырӑн уйӑрни те самай пулӑшу кӳнӗ вӑл вӑхӑтра. Пӗр хӗрӗпе виҫӗ ывӑлӗ — Аля, Юрӑ, Коля тата Володя — хӗлӗн-ҫӑвӗн амӑшӗпе пӗрле вӑрманта: йывӑҫ касма та вӗреннӗ, утӑ ҫулма та пултарнӑ. Хӑш чух вӑрмантах ҫӗр каҫнӑ: яла утма вӑй та юлман. Тепӗр тесен, ыран ҫавах кунта килмелле-ҫке. Вӑрман ӗҫченӗсен кашни ушкӑнӗ алӑпа 2-3 миллион йывӑҫ калчи акса ҫитӗнтермелле пулнӑ, 2-3 пӑт юман йӗкелӗ пуҫтармалла та ҫуркунне ҫӗр ҫине акса хӑвармалла пулнӑ, калча пулса ҫитиччен пӑхса тӑмалла пулнӑ. Ҫӗн Ҫул тӗлне тепӗр мӑн ӗҫ тапраннӑ хайхисен: икӗ эрне хушшинче Мускав, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисем валли суйласа чӑраш касса, тирпейлесе хумалла пулнӑ. Хӑш чух пирӗн тӑрӑхра ӳсмен йывӑҫсене те лартса ҫитӗнтерме тивнӗ шеремет вӑрман ӗҫченӗсен. Миҫе хут туман пулӗ ҫак ӗҫе, ҫапах та пирӗн тӑрӑхра халь ҫӗпӗр кедӑрӗ Нина Петровна тӑрӑшмасӑр кашласа ларас ҫукчӗ пулӗ.

«Тата кашни ҫуркунне хӗрлӗ ҫӳҫе ларттаратчӗҫ. Ҫу вӗҫӗнче ҫӳҫен мамӑкне пуҫтарса нӳрӗ хӑйӑр ҫине лартнӑ, шӑтса тухиччен шӑварнӑ. Ку ӗҫ пӗтӗмпех ачасене тиеннӗ ӗнтӗ. Кашни ҫул ҫӑка калчисене пӗтӗм Чӑваш Ен тӑрӑх лавӗ-лавӗпех ӑсатнӑ. Пуш уйӑхӗнче, ҫирӗп юр тӑрӑх ачасем ҫӑка вӑрри пухма вӑрмана кайнӑ. Йывӑҫ айне катан пир сарнӑ та пӗр ачи хӑпарса йывӑҫа силленӗ», — аса илет ватӑ ҫын.

Халӗ Нина Петровна кӗҫӗн ывӑлӗн — Владимир Ильичӑн — килӗнче пурӑнать, мӑнукне пӑхса ӳстерет. «Сакӑрвунна ҫитрӗм пулсассӑн та ман пек ура кунчи ҫыхма ялта пӗр матка та пӗлейместь-ха», — тесе кулкалать кинемей.

#Ҫӗмерле районӗ, #Тӑванкас, #Вӑрманкас

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем