Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нимеҫӗсем Улатӑрта пурӑнакан Кудашкина Елена Даниловнӑна шыраҫҫӗ. Улттӑмӗш кун ӗнтӗ унран сас-хура ҫук.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 60 ҫулти Елена Кудашкина килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, халӗ ӑна нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем ыттисене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: тен, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма кам та пулин курнӑ?
Елена Кудашкина 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Унӑн куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ – хура, кӑштах кӑвакарнӑ. Ҫак хӗрарӑм пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-800-700-54-52.
Agabazar // 2908.64.2815
2018.12.29 03:17 | |
Нимеҫӗсем тени мӗн пӗлтерме пултарни пирки вунӑ минут шутласа ларма тиврӗ. "Нимӗҫсем> мар-ши?" — ҫакнашкал пулчӗ пӗрремӗш шухӑш. | |
