Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта час-часах тӗрлӗ спорт вӑййи-ӑмӑртӑвӗсем ирттереҫҫӗ. Паян та, пушӑн 10-мӗшӗнче, уроксем хыҫҫӑн 5-11 класра вӗренекенсем шкул ҫумӗнчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухрӗҫ. Кунта биатлон ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Кӑҫал кун пек ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртнӗрен шкул ачисемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те ку эстафета питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.
Эстафета 3 ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра — 5-6 классем. Вӗсем хушшинче улттӑмӗшсем 1-мӗш вырӑна тухрӗҫ, пиллӗкмӗшсем — 2-мӗш вырӑна. Иккӗмӗш ушкӑнра — 7-8 классем. Кунта 8а — 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ, 7 класс — 2-мӗш вырӑн¸ 8б — 3-мӗш вырӑн. Виҫҫӗмӗш ушкӑнра аслисем, 9-11 классем, пулчӗҫ. Аслисем хушшинчи кӗрешӳ ҫивӗчрех иртрӗ. Вунпӗрмӗшсем 1-мӗш вырӑна, вуннӑмӗшсем 2-мӗш вырӑна¸ тӑххӑрмӗшсем 3-мӗш вырӑна тухрӗҫ. Пӑшалтан тӗл перессипе 6 класра вӗренекен Настя Федоровӑпа Алеша Васильева ҫитекенни пулмарӗ.
Амӑрту питӗ хаваслӑ иртрӗ. Ҫанталӑкӗ те паян лӑпкӑ пулчӗ¸ ҫурхи ӑшӑ хӗвел пурин кӑмӑлне те ҫӗклентерчӗ.
Пучинке вӗрентекенӗсем ачасем ҫирӗп сывлӑхлӑ ӳссе ҫитӗнччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Спортпа туслӑ яш-кӗрем пурнӑҫра та пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвасса шанса тӑраҫҫӗ вӗсем.