Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем апат ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Ҫак ыйтӑва паян ЧР Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер тӳре-шарапа тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӳтсе явнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти кадет корпусӗнче виҫӗ ача, Кӳкеҫ лицейӗнчи пилӗк ача шкулта апатланнӑ хыҫҫӑн наркӑмӑшланнине пӗлтернӗ. Икӗ тӗслӗхӗнче те апат пӗҫерекенни 3-мӗш апатлану комбиначӗ пулнӑ.
Надежда Луговская тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ ҫитменлӗхсемпе паллаштарнӑ. Тасатнӑ ҫӗр улмине, улма-ҫырлана, пахча ҫимӗҫпе ешӗл ҫимӗҫе вӗсен пахалӑхне ӗнентерекен хутсемсӗрех шкул столовӑйӗсене турттарса килнӗ-мӗн. Ҫурма фабриката тата хатӗр апат-ҫимӗҫе упрас йӗркене пӑснӑ. Хатӗр салатсемпе куӑль-ҫӑмаха сивӗтмӗшре упраман.
Шкул ачисем валли апат хатӗрленӗ чух майонезпа тата хура пӑрӑҫпа усӑ курнӑ. Кадет шкулӗн производство пайӗн пуҫлӑхӗн ятарлӑ опыт та пулман иккен.
