Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: В.И.Чапаева сума сунса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 28.02.2012 22:31 | 1782 хут пӑхнӑ

Пирӗн ҫӗршывра та, ҫӗршыв тулашӗнче те Василий Иванович Чапаев ҫинчен илтмен-курман ҫын ҫук тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль. Мӗн ачаранпах пӗртӑван Васильев режиссерсем ӳкернӗ «Чапаев» кинори Борис Бабочкин ытла та ӗнентерӳллӗ вылянӑ начдив сӑнарӗ кашни совет ачи умӗнче пулнӑ. Д. Фурманов ҫырнӑ «Чапаев» кӗнекене вара тӑватҫӗр хут ытла ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнекесем, паллах, сентресем ҫинче тусан ҫӑтса выртман, вӗсене вулакансен йышӗ питех те нумай пулнӑ.

Чӑн та, Чӑвашран тухнӑ палллӑ ҫынсенчен пӗри вӑл — Чапаев! Нарӑс уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче Василий Иванович ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче викторина тата конкурссем иртрӗҫ. Унта пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекен кашни ачан хутшӑнма май пулчӗ.

Пӗтӗмлетӳсене тума ачасемпе вӗрентекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ. Чӑн малтанах истори вӗрентекенӗ Г.Белкова легендарлӑ 25-мӗш дивизи ертӳҫин кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Василий Иванович ӑҫта ҫуралса ӳснине еплерех майпа пӗлни ҫинчен каласа пачӗ.

Конкурса хутшӑннисем хушшинче малти вырӑнсене ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Максим Минин, саккӑрмӗш класри Диана Ятмановапа Максим Белков тухса Хисеп хучӗсене тивӗҫрӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем те аслисемпе танах хутшӑнчӗҫ, тӑваттӑмӗш класра ӑс пухакан Люба Михеевапа Кирилл Лепешкин вӗсем хушшинче чи маттуррисем пулчӗҫ. Пӗрремӗш класра вӗренекен Таня Лепешкина та пултарулӑхпа палӑрчӗ, тин ҫеҫ шкул сакки ҫине ларнӑ пулсан, аслисенчен кая юлма шутламарӗ хӗрача.

Конкурсри пӗр ыйту: паллӑ кино вӗҫӗнче Чапаев Урал шывне ишсе каҫнӑ вӑхӑтра аманса путать, ҫак саманта сире тепӗр хут ӳкерме шанса панӑ пулсан, эсир ӑна мӗнле пӗтерме сӗнӗттӗрччӗ? Ҫак ыйту хуравӗсенче ачасенчен ытларахӑшӗ паттӑра чӗрӗ-сывӑ хӑварасшӑн пулни палӑрчӗ. Чӑн та, паттӑрсем нихӑҫан та вилмеҫҫӗ. Вӗсен ячӗсем яланах асра, чӗрере!

#конкурссем, #Хырхӗрри, #Комсомольски районӗ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем