Чӑваш Почти пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал почтӑра ӗҫлекенсем валли 150 велосипед килме кирлӗ. Ҫак хут тӑрӑх кашни почтӑ ӗҫченне, енчен те унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе 10 ҫухрӑм ытла утмалла пулсассӑн, велосипед парнелӗҫ.
Чӑваш ҫӗрӗнче ыттисенчен ытларах Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи почтальонсен утма тивет иккен. Ҫавӑнпа ку тӑрӑха кӑҫал икӗ урапаллӑ 32 хатӗр килме кирлӗ. Ку ӗҫре хӗрарӑмсем ытларах пулнӑран велосипедсем те вӗсене валли хатӗрленӗскерсем пулӗҫ. Тӳре-шара ял ҫулӗсене те шута илнӗ иккен: ураписем хӗртнӗ тимӗртен пулмалла, тыткӑчне те хытарнӑ пулать. Пыльчӑк ҫулпа пыма та ураписем меллӗ пулӗҫ.
Ку ҫӗнӗлӗхсем Раҫҫей Почти ӗҫне самай хӑвӑртлатма тивӗҫлӗ тет.