Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене 30-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ку хушӑвӑн проектне ЧР Ӗҫлев министерстви хатӗрленӗ.
Раҫҫей Геройӗсем валли социаллӑ гарантисене тӳлеме федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ, анчах субъектсен хӑйсен те хушма ҫӑмӑллӑхсем пама ирӗк пур. Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа 30 пин тенкӗ парӗҫ. Халӗ пирӗн респубикӑра унашкал виҫӗ ҫын пур: Николай Бударин, Евгений Борисов, Николай Гаврилов.
Николай Бударин ҫак ята 1995 ҫулта «Мир» комплекспа космосра нумай вӑхӑт вӗҫнӗшӗн тивӗҫнӗ. Николай Гаврилов 2002 ҫулта ятарлӑ задание пурнӑҫланӑшӑн Раҫҫей Геройӗ пулса тӑнӑ. Евгений Борисов 2000 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн сумлӑ ята илнӗ.