Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тӑванлӑх» пултаруллӑхӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 19.12.2011 15:16 | 1627 хут пӑхнӑ
«Тӑванлӑх» ушкӑн
«Тӑванлӑх» ушкӑн

Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ Тӑванкас ялӗн культурӑпа кану керменӗнче «Тӑванлӑх» ятлӑ пултаруллӑх ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Ушкӑна ертсе пыраканӗ Роза Ивановна Сердина 40 ҫула яхӑн Тӑванкас шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ӗмӗрӗпе халӑх ҫинче пулнӑ ҫынна кил сыхласа ларма питӗ кичем тит вӑл. 2005 ҫулта тата 5 хастар юлташ тупса клуб купӑсҫи Михаил Тихонов тавра чӑмӑртанса фольклор ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Кӗске вӑхӑтрах «Тӑванлӑх» районта, таврари ялсенче палӑрнӑ. Хастар кинемейсем Элӗк, Етӗрне тӑрӑхӗсенче икшер-виҫшер хут хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Дюдеева Римма, Васильева Зина, Рафинова Ольга, Миронова Римма, Федорова Вера юррисем: «Чуречене яриех уҫар-и», «Юман авӑнать», «Туслӑх юрри», «Тӑвансемӗр пӗрле савӑнар» вӗсем кӑтартнипе чӑн халӑхла, тӑванла янӑраҫҫӗ. Икӗ хутчен Роза Ивановна ушкӑнӗ Мордовинче пулса килнӗ. Тӑванкассинче ҫуралнӑ Подгорский пупа ҫав тӑрӑхра Граждӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗ. Ӑна астивме кайнӑ та ӗнтӗ тӑванкас ҫыннисем катарари Мордови ялне. Виҫӗмҫул вара, «Тӑванлӑх» ушкӑн Шупашкарти Филармони сцени ҫинче Маргарита Туринге юрӑҫа ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Ҫамрӑксем те кинемейсенчен юласшӑн мар. Ҫур ҫул каялла Тӑванкас керменӗнче «Тӑванйен» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ. Такӑр та ҫутӑ ҫул пултӑр вӗсен умӗнче! Ҫапла пултӑр-и, тӑванӑмӑрсем!

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Тӑванкас

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем