Ҫак шӑматкун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, республикӑри виҫӗ пульницара уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун республикӑри кардиологи тата наркологи диспансерӗсенче тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницинче тухтӑрсенчен канаш ыйтма май килӗ.
Ҫапла майпа шӑматкун наркологи диспансерӗнче тухтӑрсем эрех-сӑра тата наркотик серепинчен епле хӑтӑлмалли пирки каласа кӑтартӗҫ, пациентсене Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери диспансерсенче йышӑнӗҫ. Кардиологи диспансерне ҫав кун 8 сехетрен 13 сехетчен ҫитсен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем ҫинчен ытларах пӗлме май пулӗ тата артери юн пусӑмне килте епле виҫмеллине ӑнлантарӗҫ. Эгер бульварӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча поликлиникинче вара педиатртан, неврологран, офтальмологран, кардиологран, отоларингологран, акушер-гинекологран сӗнӳ ыйтма пулать тата пӗтӗмӗшле анализсем пама юрать.