Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Александр Мингалев концерчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 14.12.2011 20:05 | 4095 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкас шкулӗнче республикӑри чылай конкурссен лауреачӗ Александр Егорович Мингалев юрӑҫ хӑнара пулчӗ. Унӑн юррисем «Вырӑс салтакӗ», «Вырӑс тытӑмӗ» ачасене питӗ килешрӗҫ. Анчах та ял шкулӗн ачисемшӗн билет хакӗ 50 тенкӗ нумайрах пулни концерта йӗркелекенсен пуҫне кӗрейменни питӗ кӳрентерет. Нумай ача кӗтнӗ концерта кураймарӗҫ. Ман шутпа музыкантсен шкул дирекцийӗпе канашланса пӑхмалла пулнӑ. Калапӑр, шкулта 97 ача тата 14 вӗрентекен пулсассӑн, кашнинчен 10-шар тенкӗ пустарӑнсан та 1000 тенкӗрен иртсе каятчӗ ӗнтӗ. Сахал ӗнтӗ, анчах та, зал тӑп-тулли пулни мӗнле артиста хавхалантармасть-ши?

#Ҫӗмерле районӗ, #Тӑванкас, #шкулсем, #концертсем

 

Комментари:

2012.02.06 00:26
Аçтахар Плотников
«И плюс к этому добавили свой необдуманный комментарий, что тоже,подрывающий мою репутацию.»
Каçарăр та анчах та эп ăна пĕрре те шухашламасăр çырман. Эп халĕ те çавăн пекех шухăшлатăп — ачасем çинче укçа туни пĕрре те килĕшӳллĕ мар. 50 тенкĕ-и, 150-и, 200-и — ялсенче сĕрме пуянсен ачисем вĕренмеççĕ-çке. Ăна шута илме кирлех.
2012.02.06 00:30
Аçтахар Плотников
«По поводу языка поосторожнее. ФСБ знаете что такое?» Уйрăмах ЧĂВАШ çынни çапла çырни тарăхтарать те. Ман унашкал çынсенчен патриотизм пирки калаçнине итлес те килмест. Хăйсен тăван чĕлхине хӳтĕлеме вĕренеймен, тăван чĕлхепе калаçтарнăшăн сиксе ӳкеççĕ.
//тĕп темăпа эп сире пĕлтертĕм: пурин шухашне те уçса пама май панă.
2012.02.06 00:33
Аçтахар Плотников
«И напишете на сайте об этом всю правду»
Ара пĕтĕмпех пур-çке — пĕтĕмпех куç умĕнче. Тата мĕн çитмест?
2012.02.06 00:37
Аçтахар Плотников
Эп хам пултаруллă çынсене питĕ хисеплетĕп — хама мана Турри унашкал пултарулăх паман та упа евĕр мĕкĕрме çеç пултаратăп. Çавăнпа та сире, Александр, чун-чĕререн, ăнăçу сунатăп.
//шел те, пустуй сăмах çапма ман вăхăт çук, ĕçлĕ çын эп.
Александр Мингалёв // 9405.4.4965
2012.02.06 07:33
Вы проигнорировали мой вопрос по поводу своей службы в армии. Значит не служили и вам не понять, что такое истинный патриотизм. Очень советую посетить мои выступления и почитайте отзывы на школьных страницах. А то где-то непонятно что услышали и прокомментировали. Лучше один раз увидеть... И написать правду об увиденном.
Александр Мингалёв // 9405.4.4965
2012.02.06 07:47
Что касается выступлений в школах по билетам. Вы опять произнесли необдуманную фразу. У детей есть родители, которые зарабатывают. Есть малоимущие, их естественно пропускаем бесплатно. У меня четверо детей, никогда с женой не возмущались по поводу сбора денег на школьные мероприятия. Сдаём и по 250 руб., и по 300 руб. На детях экономить нельзя.
2012.02.06 09:32
Аçтахар Плотников
«Вы проигнорировали мой вопрос по поводу своей службы в армии.»
Хĕсметре тăман. Кашнин хăйĕн шăпи — эсир, ав, юрлатăр. Теприн пултарулăхĕ тепĕр енлĕ. Пурнăçра пурте кирлĕ — йăнăш çулпа ан кайтăр кăна.
2012.02.06 09:38
Аçтахар Плотников
Патриотизм пирки калатар пулсан — маншăн вăл тăван атте-аннерен, тăвансенчен, тăван кĕтесрен, Чăваш çĕршывĕнчен пуçланать. Тăван чĕлхерен — чăваш чĕлхинчен.
//вырăс чĕлхи «ют» пулни — вăл ман тăван марри пирки эп калатăп. Эп вăл чĕлхе япăх пулни пирки каламастăп. Вăл темле лайăх пулсан та — маншăн вăл тăван мар, иккĕмĕш чĕлхе.
2012.02.06 09:39
Аçтахар Плотников
Ман патриотизм пур-и, çук-и — ăна ман ĕçсем кăтартччăр. Ыттисем хак парчăр.
2012.02.06 09:44
Аçтахар Плотников
«Очень советую посетить мои выступления и почитайте отзывы на школьных страницах. А то где-то непонятно что услышали и прокомментировали.»
Ара, тархасшăн, хыпар ярса парăр та — эп вырнаçтарăп. Эп пулас концертсене те анонслатăп. Паллăх, вĕсем чăвашла иртсен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем