Алексей Лапин – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн КПРФ партин экс-депутачӗ. 35 ҫулти «халӑх тарҫи» тӗп хулари 4-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче «Икӗ капитан» пурӑнмалли комплекс тума тытӑннипе «чапа» тухнӑ. Анчах ӗҫ котлован чавнинчен малалла каяйман.
2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче экс-депутата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Халӗ вара ӑна ҫӗнӗ преступленисемшӗн те айӑпланӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен Алексей Лапин 13 ҫынна Шупашкарта хута каякан ҫуртсенче хваттер пама шантарнӑ. Вӗсемпе займ тата пая кӗнине кӑтартакан килӗшӳсем туса пӗтӗмпе 16 миллион тенкӗ илнӗ. Анчах «халӑх тарҫи» шантарнӑ сӑмахне тытман, мӗншӗн тесен вӑл ертсе пыракан организацин пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумашкӑн ирӗк пулман. Укҫа-тенке вара хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Суд унчченхи айӑплава шута илсе Алексей Лапина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.