Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваша Тутарстанӑн экологи министрне лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 09.02.2018 09:44 | 2540 хут пӑхнӑ
Политика
Александр Шадриков
Александр Шадриков

Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби.

Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ.

#тӳре-шара, #Тутарстан, #чӑвашсем, #чӑваш чӗлхи, #Ҫӗпрел районӗ, #политика, #Кивӗ Ҫӗпрел, #кӳршӗре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2316.68.6542
2018.02.10 00:11
Agabazar
Кивӗ Ҫӗпрелте ҫуралнӑ тесе ку ҫӑлкуҫ (МК в Казани текенни) суймасть-ши? Саплӑк ялӗнче ҫуралман-ши чӑннипе?
Эп // 3000.76.3861
2018.02.10 16:12
Тутарстанри(!!!) тутарсен 80 е 90 проценчĕ тахçан чăваш пулнине шута илсен – пĕтĕмпех ăнланмалла. Пурна киле Хусан хуран (казан) мар, пăлхар-сăвар-чăваш кенеçĕ ХАСАН никĕсленĕ хула пулнине пурте пĕлĕç... Габдулла Тукай Хусан кĕпĕрнин Хусан уесĕнчи Кушлавыч (Кушлавăш!!!!???) ялĕнче çуралнă... Сăмах май: Шаймиев та чăваш. Минниханов – чăн-чăн пăлхар-сăвар-чăваш. Кипчаклăх унра 0 процент!!! Тăвай чăвашĕ пек. Шаймиев вара Елчĕкрен пек. Ку ача, шатра чĕппи, тем пекчĕ те чăвашсене Хусана малалла чăвашлатма пулăшсан. Минниханов – маттур. Турă та Аллах пулăшса пыччăр ăна тутарсемпе чăвашсене пĕрлештерме.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем