Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Виҫӗ ача пахчинче ачасем вар-хырӑм инфекцийӗпе йышлӑн чирленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 02.02.2018 16:23 | 1915 хут пӑхнӑ
Статистика

Пӗлтӗр Чӑваш Енри виҫӗ ача пахчинче ачасем вар-хырӑм инфекцийӗпе йышлӑн чирлесе ӳкнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи санитарипе эпидемиологи кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхсан Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ ача пахчинче кунашкал пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ. Пӗри — 127-мӗш номерлӗ «Пилеш» ача пахчинче пуш-ака уйӑхӗсенче, тепри 1-мӗш номерлӗ «Пӗчӗк патшалӑх» ача пахчинче юпа-чӳк уйӑхӗсенче пулнӑ. Вӗсенче ун чухне пурӗ пӗрле вунвиҫӗ ача чирлесе ӳкнӗ.

Виҫҫӗмӗш пӑтӑрмахӗ вара Шупашкарта пулнӑ. 202-мӗш номерлӗ «Тӗлӗнтермӗшсен хули» ача пахчинче пилӗк ача вар-хырӑм инфекцийӗпе пӗр харӑс аптӑранӑ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #ачасем, #ача пахчисем, #чирсем, #Шупашкар, #202-мӗш ача пахчи, #127-мӗш ача пахчи, #1-мӗш ача пахчи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем