Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикин вице-премьерне – Раҫҫей президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчине Алексей Ладыкова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Документра Алексей Ладыкова должноҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе 2026 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен кӑларасси пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков Раҫҫей президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин должноҫне 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл, 10 сул, Шупашкар хулин администрацине ертсе пынӑ. 2020 ҫулта Шупашкар администрацин пуҫлӑхне ӑна тепӗр хутчен суйланӑ.
Палӑртса хӑварар: Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элтепер адмиинистрацийӗн пуҫлӑхне Вячеслав Борисова ӗҫрен кӑларнӑ. «Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Ладыков унӑн вырӑнне йышӑнать, Вячеслав Борисов вара Раҫҫей президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи пулать. Кӗскенрех каласан, вырӑнпа улшӑнма пултараҫҫӗ.
