Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Пӗтӗм тутарсен обществӑлла центрӗ демократиллӗ ҫӗршывсене Раҫҫейри халӑхсене вӑйпа вырӑслатассине сивлеме ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.11.2017 12:17 | 2377 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Пӗтӗм тутарсен обществӑлла центрӗ демократиллӗ ҫӗршывсен парламенчӗсемпе правительствисем патне чӗнӳпе тухнӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думипе РФ Правительствин патшалӑхри кӑк халӑхсене вӑйпа ассимиляцилес политикине хирӗҫлеме, пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен прависене пурнӑҫлантарма ыйтнӑ. Кун пирки «Idel.Реалии» сайт пӗлтерет.

Ҫыру авторӗсен шухӑшӗпе Раҫҫейре наци чӗлхисене вӗренӳ системинчен кӑларас ӗҫ пырать. Тӑван чӗлхесене хӗссе вырӑс чӗлхине ытларах вӗрентес тени чӑннипе халӑхсене вырӑслатас политикӑна пурнӑҫлани тенӗ.

Раҫҫей патшалӑхӗ кӑк халӑхсене вӑйпа ассимиляцилессинчен пӑрӑннине 2007 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ «Кӑк халӑх прависем ҫинчен ПНО декларацине» йышӑнни, РФ Патшалӑх Думи «Вырӑнти чӗлхесемпе, вак чӗлхесен Европа хартине» ратификацилени, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ экзаменне тӑван чӗлхепе тытма ирӗк ҫукки пирки Хушӑва пӑрахӑҫлани ҫеҫ кӑтартма пултарӗ тенӗ ҫырура.

#вӗренӳ, #политика, #ҫырусем, #Тутарстан, #кӳршӗре

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/28854747.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем