Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Тутарстанра чӗлхе пирки сӑмахларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Yuuuiu 15.10.2017 10:08 | 6028 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ӗнер Тутарстанра Хусан хулине ярса илнӗ кунпа хурланса митинг иртнӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл кашни ҫулах иртет, чӑвашсем те унта тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал вара митинг хыҫҫӑн чӗлхе политики тавра ҫавра сӗтел-канашлу ирттерчӗҫ. Халӑх Хусанти «Волга» хана ҫуртӗнче пухӑнчӗ. Пӳлӗмне пысӑках маррине уйӑрнӑран (50 ҫын аран хӗсӗнсе вырнаҫма пултарчӗ) сахал мар ҫын коридорта та тӑчӗ. Пурӗ ҫапла 80 ҫын патнелле хутшӑнчӗ теме пулать. Вӗсем хушшинче ытти регионсенчен килнисем те пулчӗҫ. Пӗчӗк мар делегаци Чӑвашран та ҫитнӗччӗ.

Ҫавра сӗтел-канашлура чӗлхе политикине ҫулран ҫул хӗсни пирки каларӗҫ. Вырӑс мар халӑхсен чӗлхе лару-тӑрӑвӗ япӑхланса пыран пулин те Мускавран вӗсене хӗснӗ хыҫҫӑн хӗссе пыни пирки сӑмахларӗҫ. Малтан вӗренӳ программинчен наци компоненчӗсене хӑйпӑтса илчӗҫ, кайран федераллӑ стандарт шухӑшласа кӑларчӗҫ, халь вара Владимир Путин Йошкар-Олара каланӑ сӑмах хыҫҫӑн наци чӗлхисене ытла нумай вӗрентессинчен прокуратурӑпа хӑратаҫҫӗ. «Мускав ытла ҫӑткӑн», — терӗҫ тухса калаҫакансем.

Ытти тӑрӑхсенчен ҫитнисене те сӑмах пачӗҫ. Вӗсене хӑйсен патӗнчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ пирки каласа пама ыйтрӗҫ. Чӑваш Республикинчен ку тӗлӗшпе Илле Иванов тухса калаҫрӗ: чӑваш чӗлхине республикӑра ним вырӑнне хуманни пирки, ача пахчисенче халӗ те пӗр чӑвашла ушкӑн та ҫукки пирки, чӗлхене хӳтӗленӗшӗн хӑйне айӑплани пирки тата ытти пирки те. Ҫавӑн пекех Мари Элтен, Пушкӑртстанран килнисем хӑйсен республикӑри ӗҫӗ-пуҫӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Тӗпрен илсен кашни республикӑра наци чӗлхисен ыйтӑвӗсем пӗрешкелех.

Ҫавра сӗтел-канашлури чи кӑсӑклӑ доклада Марат Вазыхович Лотфуллин каларӗ. Саккунсем тӑрӑх та, Конституцисем тӑрӑх та (кунта Тутарстан тата Раҫҫей Федерацийӗн конституцийӗсем пирки сӑмах) Мускавсен нимле майпа та ӳпкелешме сӑлтав ҫук терӗ. Уйрӑмах тутар чӗлхине вӗрентни вырӑс чӗлхине вӗрентни ҫине пысӑк сиен кӳни мӗншӗн тӗрӗс мар шухӑш пулни пирки ӑнлантарса пачӗ. Тутар чӗлхине вӗрентни вырӑс чӗлхине вӗрентме пулӑшать кӑна терӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ППЭ кӑтартӑвӗсем Тутарстанра мускаврисенчен кая мар, Питӗртинчен аванрах та. Юлашки вӑхӑтра Тутарстан вӑйлӑ аталаннинче те вӑл тутар чӗлхине вӗрентнинче курать. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак шухӑша та палӑртрӗ: тутар чӗлхине вӗрентни вырӑс чӗлхине вӗренме чӑрмантарать имӗш, акӑлчан чӗлхине вӗрентни вара темшӗн нимӗнле чӑрмав та кӳмест. Ку вара пӗтӗм сӑлтавӗ те Мускав наци чӗлхисене пӗтерме тӑрӑшнипе ҫеҫ ҫыхӑннине кӑтартни пирки каларӗ.

Чӑвашран килнӗ делегаци сӗннипе пер-пӗрин прависене хӳтӗлеме координаци центрӗ тума йышӑнчӗҫ. Унта кашни республикӑран виҫшер ҫынна суйлама сӗнчӗҫ. Тутарсенне ҫак канашлурах суйларӗҫ. Ытти тӑрӑхсем хӑйсен ҫыннисене ҫывӑх вӑхӑтра сӗнме шантарчӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #пухусем, #Хусан, #тутар чӗлхи, #политика, #Тутарстан, #вӗренӳ

 

Сӑнсем (16)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 5176.0.8908
2017.10.15 16:24
Аталпа Урал халăхсен пĕрлехĕ - кирлĕ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем