Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш кӗнеке издательствинче Слован Савгайӑн хайлавӗсен ача-пӑча валли «Ӗмӗт» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
500 экземплярпа кун ҫути курнӑ кӗнеке авторӗ, Вячеслав Николаевич Кондратьев, Слован Савгай ячӗпе ҫырнӑ. Кӗнекене Светлана Бритвина художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Иванова.
Кӗҫӗн шкул ачисем валли пичетленӗскер аслӑрах ҫулхисӗне те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Кӗнекери сӑвӑсен тӗп шухӑшӗ — тӑрӑшмалли. Пӗчӗккисен, паллах, тӑрӑшса вӗренмелле. Ҫине тӑрсан ӗмӗтсем пурнӑҫланасса шанма пулать.
Ҫӗнӗ кӗнеке тухни пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи Чӑваш кӗнеке издательстви пӗлтерни тӑрӑх хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
ах // 3000.76.3861
2017.11.16 20:43 | |
Тая, хĕрĕм, Слован Савгай тахçанах вилнĕ, вăл мар, унăн хайлавĕсене пухса кăларнă. Пултаруллă çыравçăччĕ... | |
