Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юлия Силэм юбилейӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.09.2011 20:00 | 2916 хут пӑхнӑ
Юлия Силэм
Юлия Силэм

Юпан 2-мӗшӗнче пирӗн паллӑ ҫыравҫӑ Юлия Александровна Силэм ҫуралнӑранпа 60 ҫул тулать. Ҫак юбилея хатӗрленсе Патарьел районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Ӑна литература ӗмӗрлӗхех тыткӑна илнӗ» ятлӑ кӗнекесен куравӗ хатӗрленӗ. Унта Юлия Александровна ҫырнӑ кӗнекесем тата ун ҫинчен паллӑ писательсем ҫырнӑ тӗрлӗ материалсем вырнаҫтарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра прозаик библиотека ӗҫченӗсемпе тӗл пулма килӗшнӗ.

Юлия Силэм — чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ проза ӑсти. РФ писателсен Союзӗн членӗ (1992), ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ (2001), Патӑрьел районӗн Хисеплӗ ҫынни.

Юлия Силэм 1951 ҫулта юпан 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Кунтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнчен чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ.

Вунӑ ҫулта чухнех литературӑпа интересленме пуҫланӑ, нумай вуланӑ, статьясемпе очерксем, кӗске калавсем ҫырнӑ, пичетленнӗ. Уйрӑмах Патӑрьел район хаҫатне хӑйӗн хайлавӗсене ярса парса пичетленнӗ.

Юлия Силэмӗн пӗрремӗш калавӗсемех шкул учебникӗсене кӗнӗ. «Кӑвак сурӑх» кӗнекери калавсене шкулсенче вӗрентеҫҫӗ. Ачасем «Шак-шак-шак», «Чип-чип-чип», «Путене тытрӗ», «Килнӗ чухне илӗпӗр» тата ытти кӗске калавсене питех те килӗштереҫҫӗ.

Паянхи кун Юлия Силэм — паллӑ проза ӑсти. Юлашки ҫулсенче вӑл уйрӑмах аслисем валли паха произведенисем ҫырчӗ. Вӗсен шутӗнче «Йӳле кӑмӑл», «Пумилкке», «Тулли пучахсем», «Кил», «Ывӑҫри ҫӑлтӑр» калавсем, «Амӑшӗсем», «Чӗре ҫинчи ҫӗвӗсем», «Мӑкӑньпи» повеҫсем, пысӑк туйӑмлӑ сӑвӑ ярӑмӗсем тата ытти хайлавсем те.

Халиччен унӑн «Кӑвак сурӑх» (1982), «Пылпа ҫӑкӑр» (1988), «Юр ҫинчи кӑвайт» (1990), «Хӗрӗхри хӗр» (1993), «Академик Василий Николаев- Страницы жизни» (1997), «Ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» (1999), «Чун уҫӑлнӑ самант» (2001), «Иккӗн» (2001), «Богиня веста» (2011) кӗнекисем тухнӑ. Унӑн хайлавӗсене вырӑс, тутар, пушкӑрт, мари чӗлхисене куҫарнӑ.

Патӑрьелсен унпа мухтанмалӑх пур — вӑл ентешлӗхре те питӗ хастар ҫын. Район ҫитӗнӗвесем, ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче ҫырсах тӑрать. Тӑван ялӗ ҫинчен те манмасть, тӑтӑшах килсе ҫӳрет. Ахальтен мар ӗнтӗ унӑн кӗнекисенче ялти паллакан ҫынсен сӑнарне тупма пулать.

 

Юбилей ячӗпе саламлатпӑр

Ырлӑх-сывлӑхне сунатпӑр!

Ҫитӗр эсир ҫӗр ҫула

Шӑп ҫакӑн пек маттур пулса!

#Патӑрьел районӗ, #юбилейсем, #Ҫӗнӗ Ахпӳрт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем