Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ — сывӑ нацире

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.09.2011 15:47 | 1923 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 25-мӗшӗнче спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулнине ӗненмелле кӑтартса пачӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра Шупашкарти кӳлмек хӗрринчи Юрӑ уйӗнче спорт тумлӑ халӑхпа тулчӗ.

«Пӗтӗм Раҫҫейри чупу кунӗ — Нацисен кросӗ» Раҫҫейри пур субъектпа регионра та пӗр вӑхӑтра пуҫланчӗ, вӑл шутра Шупашкарта та. Вырӑнти ӑмӑртӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев уҫрӗ. Республика ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынишӗн хавхалантарас, ҫак ӗҫе халӑха ытларах хутшӑнтарас, спорт ҫурчӗсене ҫӗклес, ансат спорт лаптӑкӗсене тӑвас, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма пултаракан спортсменсене хатӗрлес тӗлӗшӗнчен пӗтӗм вӑй парса ӗҫлеме шантарчӗҫ. «Ку — республикӑра пурнӑҫа кӗрекен патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри», — тенӗ Элтепер. Нацисен кросӗ халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарать, ҫын хастарлӑхне ӳстерет. Кунсӑр пуҫне кашни ҫынна ҫирӗплетет. Спортпа туслӑ ҫын кирек мӗнле ӗҫре те ӳсӗм тӑвайрать. «Спортӑн пысӑк уявне лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хутшӑнатпӑр. Урӑхла пулма та пултараймасть. Ҫирӗп кӑмӑлпа хамӑрӑн вӑя шанни пире яланах пулӑшать: ӗҫре те, пурнӑҫра та, халӑх хушшинче те. Яш-кӗрӗм хастар хутшӑнни савӑнтарать. Ҫамрӑксем спортпа туслӑ пулмаллах. Ҫапла тума Чӑваш Енре пӗтӗмпех пур, услови ҫителӗклӗ...» — ҫапла палӑртнӑ чупӑва хутшӑнакансене саламланӑ май Михаил Васильевич.

#Шупашкар, #нацисен кросӗ, #чупу, #спорт, #кӳлмек

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем