Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Хусанкай камне пӗлекен ӑру ҫитӗнет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.08.2017 19:01 | 2080 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ
Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ

«Хальхи ҫамрӑксем тӑван культурӑна тата чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ», — чунне ыраттарнӑҫи пулса калаҫаҫҫӗ хӑшӗсем. Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург кӑсӑклӑ пӗр пулӑма ҫырса кӑтартни шухӑша янӑран сире те унпа паллаштарас килчӗ:

«Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ май культурӑпа искусство институчӗ умӗнчи Петӗр Хусанкай палӑкӗ патне ҫитсе Аслӑ поэта пуҫ таяс терӗм. Палӑк патӗнчи арҫын ачасенчен ыйтатӑп:

— Камӑн палӑкӗ ку?

Ачасем мана пулӑшма васкаса хыпаланса ӳкрӗҫ, ҫырса хунине шыраҫҫӗ.

— Петр Хузангай, — терӗ пӗри.

— Кам вӑл? — питӗ ӑнӑҫлӑн (ютран килнӗ ҫын вырӑннех йышӑнчӗҫ) пӗлмӗше перетӗп ҫаплах. — Куллен тенӗ пек ҫакӑнта ҫӳресе, вуламасӑр мӗнле пӗлеймерӗр-ха камӑн палӑкӗ иккенне?

— Эпӗ пӗлнӗ!

— Тӳрех асилеймерӗм кӑна...

— Эпӗ те пӗлнӗ! — пӗр-пӗрне пӳлсе хуравлаҫҫӗ ачасем.

— Астуса юлӑр та нихҫан та ан манӑр: Петӗр Хусанкай — пысӑк поэт, — терӗм те хуллен пӑрӑнса утрӑм.

Ачасем шӑпланса хытса юлчӗҫ».

Унтан Марина Карягина ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Ҫак шӑплӑх мана питӗ килӗшрӗ: унта пӗр ытлашши хускану тусанах ҫак Ята манса каясран хӑрани, эпӗ каланӑ сӑмах пӗлтерӗшне ӑнланса юлас тени пурччӗ...

Аптрамастпӑр, йӗркеллӗ ӑрӑвах ҫитӗнет. Тепӗр чухне тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑ пӗлӗве кирлӗ чухлӗ чун-чӗрисене хывса ҫитерейместпӗр — ҫавӑ кӑна!»

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #палӑксем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимер Акташ // 3259.39.3100
2017.08.25 20:43
Апла пулсан, пуранатпар-ха! Ачасемпе, самраксемпе татах тимлерех еслемелле!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем