Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пайтул паттӑра асра тытса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 20.07.2011 11:36 | 2188 хут пӑхнӑ
Йыхрав хучӗ
Йыхрав хучӗ

XVII ӗмӗрти Степан Разин утаман ертсе пынӑ хресченсен вӑрҫинче феодалсене хирӗҫ кӗрешме ҫӗкленнӗ халӑхӑн ҫар пуҫӗсенчен пӗри — хӑюллӑ чӑваш Искей Пайтулӗ пулнӑ.

Тӗрӗссипе: халӑх хӑй суйланӑ ҫавӑн пек пултаруллӑ ҫынсене. Авалхи хресчен ывӑлӗ Пайтул хӑйӗн ытларах чӑвашсенчен тӑракан пысӑк полкӗпе патша ҫарӗсемпе вирлӗн ҫапӑҫнӑ, ҫав шутра чӑваш ҫӗршывне пусмӑртан хӑтарас ҫӗрте чапа тухнӑ. Анчах та 1671 ҫул пуҫламӑшӗнче, Мӑн Ҫавал шывӗ Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнта, тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна хальхи Шупашкар районне кӗрекен Шӑмӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Чиканкасси ҫывӑхӗнчи сӑртра пытарнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе пӗрлешнӗ. Ҫапла вара Пайтул Искеев полковник халӑх паттӑрӗ пулса юлнӑ. Ҫак историлле пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм.

Эпир, Красноармейски районӗнче пурӑнакансем, Пайтул ячӗпе пуринчен те ытларах мухтанма пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен — вӑл пирӗн ентеш пулнӑ: Карай ял тӑрӑхӗнчи Сурӑмхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Кӑҫал Пайтул Искеев вилнӗренпе 340 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май карайсем хӑйсен легендӑллӑ геройне асӑнса, унӑн тӑван ялӗнче хӑйне евӗрлӗ уяв ирттерме палӑртрӗҫ. Вӑл утӑн 30-мӗшӗнче пулмалла. Ку тӗлӗшпе ятарлӑ хатӗрленӳ-йӗркелӳ комитетне 11 ҫынран ҫирӗплетнӗ. Комитета ертсе пыма районти историпе краеведени халӑх музейӗн директорне В.С. Серафимова шаннӑ. Утӑн 6-мӗшӗнче комитетӑн пӗрремӗш ларӑвне ирттерчӗҫ. Кунти йыша чи малтанах Сурӑмхӗрри ялӗнчи активистсене, вӗрентӳпе культура ӗҫченӗсене, районти тата Шупашкарти хамӑр ентешсене — литературӑпа искусство ҫыннисене кӗртнӗ.

Йӗркелӳ комитечӗн пӗр ушкӑнӗ ҫав кунах Сурӑмхӗррине ҫитсе, уяв ирттермелли вырӑна, Пайтула ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнма палӑк-юпа лартмалли лаптӑка пахаласа суйласа илчӗ. Уява халӑх ял варрипе юхакан Кушлав шывӗ хӗрринчи хитре лапама пухӑнать. Палӑк-юпа вара ял сачӗ ҫумӗнче, асфальтлӑ ҫулсем хӗресленнӗ тӗлте — пурне те курӑнмалли вырӑнта лартмалла.

Апла пулсан, уявччен юлнӑ вӑхӑтпа туллин усӑ курса, хамӑрӑн чаплӑран та чаплӑ полководеца тата аслӑ поэт-юрӑҫа чыслӑн сума сума пурте кар хутшӑнар.

Хаклӑ тӑванӑмӑрсем! Сире хамӑр ентешӗн — чӑвашсен авалхи чаплӑ ҫар пуҫӗн тата поэчӗн Искей Пайтулӗн асӑну уявӗнче унӑн ҫуралнӑ ялӗнче Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри Карай ялӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хапӑл туса кӗтетпӗр. Уяв 10 сехетре пуҫланать.

#Красноармейски районӗ, #Сурӑмхӗрри, #Карай ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #Шӑмӑш ял тӑрӑхӗ, #Чиканкасси, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментари:

2011.07.23 16:08
Аксар Чунтупай
Хаклă тăванăмăрсем! Сире хамăр ентешĕн — чăвашсен авалхи чаплă çар пуçĕн тата поэчĕн Искей Пайтулĕн асăну уявĕнче унăн çуралнă ялĕнче Красноармейски районĕнчи Сурăмхĕрри Карай ялĕнче 2011 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче хапăл туса кĕтетпĕр. Уяв 10 сехетре пуçланать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем