Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чиканкасси


Чиканкасси

Ку ял Шанартан, Ильпешрен, Эльгеш-Пайсар таврашсем пӗрер-икшер кил килсе ларнипе пулнӑ. Пӗр 10–15 кил пуҫтарӑнса пӗр ял пулса кайнӑ. Вӑл вӑхӑтра пачӑшкӑсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Мӑнкун чух кашни киле кӗре-кӗре ҫӳренӗ, тырӑ пуҫтарнӑ, кӗл тунӑ. Ял ҫыннисем пачӑшкӑсенчен хӑраса вӑрмана тарса пытаннӑ. Пачӑшкисем вара: «Эй, чикансем кусем», – тесе хӑварнӑ тет. Ҫавӑнтан ялне Чиканкасси теме тытӑннӑ пулать.

1974 ҫ. ЧР Шупаркар р-чи Чиканкассинчи
Т.В.Васильевӑран Е.С. Сидорова ҫырса илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-02-17 09:50:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4104 хут пӑхнӑ.Тип: Статьясем. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем