Ку инкек 2015 ҫулта Канашра пулнӑ. Унти уйрӑм ҫуртра 60 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата 41 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫавсем патӗнче 31 ҫулти арҫын хӑналаннӑ. Кӗрекене пухӑннӑ йыш тем пайлаймасӑр хирӗҫсе кайнӑ. Кил хуҫисене кӳреннӗ этем 26-ри тусне пӗлтернӗ. Юлташа хӳтӗлес шутпа хайхи тата 31 ҫулти арҫын лешсем патне ҫул тытнӑ. Анчах кил хуҫисем вӗсене кӗртмен. Кӳреннӗскерсем ал айне лекнӗ ҫӗтӗке тивретсе пӳрте кӗмелли вырӑна ывӑтнӑ. Кил хуҫисем тата вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ 45-ри тепӗр арҫын вутра вилнӗ.
31 ҫулти арҫынна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл психиатри чирӗпе аптӑранине, ҫавна май хӑй мӗн туса хунине ӑнланайманнине палӑртнӑ. Ӑна суд ирӗксӗр сипленме ӑсатма йышӑннӑ. 26-ри арҫынна 17 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.