Чӑваш Енре ҫӗнӗ радиоканал — «Радио-Дача» — ӗҫлеме пуҫланӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрне Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансем итлейӗҫ. Радиоканала федераци шайӗнче 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче регистрациленӗ. Ӑна 105,7 МГц частота ҫинче итлеме пулать.
Роскомонадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ надзор органӗн пайташӗсем те сете ӗҫлеттерсе янине йышӑнакан комиссире пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 151 массӑллӑ информаци хатӗрне регистрациленӗ, ҫав шутран 117-шӗ — периодика кӑларӑмӗсем (85 хаҫат, 28 журнал, 2 бюллетень, 1 сборник, 1 каталог), электрон МИХсем — 32 (2 радиопрограмма, 12 телеканал, 18 радиоканал) тата 2 информаци агентстви.
Чӑваш халӑх сайчӗ те, сӑмах май, халӗ МИХ евӗр регистрациленнӗ.