Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Надежда Павлова балет ӑсти «Наедине со всеми» кӑларӑмра чунне уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.03.2017 15:52 | 2539 хут пӑхнӑ
Персона
СССР халӑх артистки Надежда Павлова
СССР халӑх артистки Надежда Павлова

1-мӗш телеканалпа кӑтартакан «Наедине со всеми» кӑларӑм хӑни Надежда Павлова балет ӑсти пулнӑ.

Надежда Павлова балерина — СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл 60 ҫул тултарчӗ.

Аса илтерер, Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑннӑ.

Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн иккӗмӗш мӑшӑрӗ — Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ. Пурнӑҫри йывӑр самантсенче шӑпах вӑл ӑна ӑшӑ сӑмахпа, ҫул кӑтартнипе пулӑшнине те Надежда Павлова пытармарӗ.

Кӑларӑмра тем пирки те аса илчӗҫ: ачалӑха, пурнӑҫри йывӑр самантсене, ҫитӗнӗве, хӑйне ӑмсанакансене епле йышӑннине. Журналистсене вӑл хӑй пирки питех каласа кӑтартма юратманнин сӑлтавне те Надежда Павлова уҫса пачӗ.

#Пермь, #балет, #МИХсем, #Шупашкар, #Мускав, #ӳнер, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем