Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи ҫулла ятарлӑ саккуна алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна хӑҫан та пулин йышӑнӗ-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ.
Ӗҫлӗ хутӑн ячӗ урӑхларах-ха. Ӑна МИХсем ӑна кӗскетсе ҫапла ят панӑ. Саккуна РФ Патшалӑх Думи ырланӑ, ҫӗршыв Президенчӗ алӑ пуснӑ вӑхӑтра парламентӑн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлеттӗм те пирӗн тӑрӑхра 21-мӗш канал хӑҫан ӗҫлесе кайӗ-ши тесе ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствине ыйту та ҫырнӑччӗ. Унта 21-мӗш кнопка ыйтӑвӗпе ӗҫленине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ҫав сӑмах чӑна килни паллӑ.
Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, 21-мӗш кнопкӑна лекессишӗн пирӗн республикӑра НТРК тата «Телеканл 21+» конкурса хутшӑнӗҫ. Республикӑра ытти телеканал та пур. Анчах конкурс условийӗ федераци саккунӗпе килӗшсе тӑмалла. Унта вара 21-мӗш кнопкӑна лекме ӑнтӑлакан телеканалӑн хӑйӗн контенчӗ 75 процентран кая мар пулмаллине каланӑ тата унӑн регионта пурӑнакансенчен 50 процентӗнчен кая мар патне ҫитмелле.
Конкурс нарӑсӑн 22-мӗшӗнче иртмелле. Икӗ мультиплекс хыҫҫӑнхи кнопкӑна кам йышӑнасси паллӑ пулӗ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: маларах ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви НТРКна спутникпа кӑтартма пуҫлассине хыпарланӑччӗ. Ӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеттерсе ямаллине каланӑччӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 20,8 миллион тенкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫак «кӗмӗл» телекуравпа радиона спутник урлӑ пуш—раштав уйӑхӗсенче кӑтартма ҫитмелле.
