Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑван чӗлхе — анне чӗлхи

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
nadesda 23.04.2011 21:13 | 5831 хут пӑхнӑ

Ҫулсеренех эпир акан 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫурхи чӗрӗлӳпе пӗрле килекен ку уяв чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ сумлӑ педагогӑн И.Я. Яковлев (1848-1930) ячӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ (1868) пирӗн халӑхшӑн мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлетпӗр: ҫӗр-ҫӗр вӗрентекен, литературӑпа искусство ҫынни ӑс-тӑн илнӗ унта. А.В. Рекеев, П.М.Миронов, Н.М.Охотников вӗрентекенсем, К.В. Иванов, Н.В. Шупуҫҫынни, Тайӑр Тимкки, Ф.П. Павлов, И.С.Максимов-Кошкинский, А.А. Кокель тата ыттисем те хӑйӗн вӗрентекенӗн «чӑваш ӗҫне» маллалла тӑснӑ. Яковлев пил панипе тӗттӗм тенӗ чӑваш ялӗсенче вун-вун шкул уҫӑлнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухса учитель пулса ӗҫленисем пирӗн Курнавӑш ялӗнчен те пур. Вӗсем — Я.М. Макаров тата М.Н.Игнатьева.

И.Яковлев «Чӑваш букварӗ» (30 ытла кӑларӑм), «Чӑвашсене вырӑсла вӗрентмелли пирвайхи вӗренӳ кӗнеки», «Букварь хыҫҫӑн чӑвашла вуламалли пӗрремӗш кӗнеке» ытти 17 кӗнекепе брошюра, педагогика тата ытти 42 статьяпа документ пичетлесе кӑларнӑ. Вӗрентекенӗмӗрӗн тулли сӑнарӗ «Манӑн пурнӑҫ» кӗнекере сӑнланнӑ. Иван Яковлевич Яковлев Чӑваш халӑхне парса хӑварнӑ «Халалӗ» ӑрусем валли панӑ пил шутланать. Этем ӑсне, вӗренӗве, кӑмӑл–сипетне, ҫемье, тӑван чӗлхе, килӗшӗве, Турӑ хушнине тӗпе хурса пурӑнма халаллать Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр. Паян та кивелмест ҫак вӗрентӳ, кашни чӑваш ҫыннине вӑй-хал парса тӑрать.

Кӑҫалхи Чӑваш чӗлхи кунӗ тепӗр ятлӑ-сумлӑ ҫынпа, этнопедагика наукине никӗсленӗ Г.Н.Волков академик ячӗпе те ҫыхӑнать. Тӑван халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, сӑмахлӑхӗ ҫинче тӗревленсе тӑракан унӑн вӗрентӗвӗ пӗчӗк тенӗ чӗлхе йышӗллӗ этноссене паянхи кун ҫухалса кайма памӗ, мӗншӗн тесен ҫырмасем типсессӗн аслӑ юхан шывсене те ҫав шӑпах кӗтӗ. Раҫҫей талккӑшӗнчи вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш тата ытти чӗлхепе калаҫакан халӑхсем малашне те туслӑн, килӗштерсе пурӑнӗҫ. Чӑваш ҫыннисем хушшинче мухтава тивӗҫнисем сахалӑн мар: Никита Бичурин хамӑрӑн аваллӑха шыраса тухӑҫри Китая ҫитнӗ, 17 ҫулхи Константин Иванов хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине кун ҫути панӑ, Андриян Николаев — виҫҫӗмӗш космонавт, тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ… Хӑйсен ырми-канми ӗҫӗпе ҫывхартнӑ вӗсем ҫак хисепе.

Чӑваш чӗлхи — пирӗн тӑван чӗлхе. Ку чӗлхене атте-анне парнеленӗ, унпа мӗн пӗчӗкрен куллен калаҫса ӳснӗ эпир. «Анне панӑ кӑкӑр сӗтӗнче, хам ҫуралса ӳснӗ ҫӗрӗм-шывӑм сывлӑшӗнче, ҫӗр ҫыннин тарӗпе тӑварланнӑ ҫӑкӑрта, тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ ҫӑл куҫри сиплӗ шывра туятӑп эпӗ санӑн вӑйна-хӑватна, илемне, ачаш чӗлхем, тӑван чӗлхем! Тӑван чӗлхем — анне чӗлхи!» — тесе ҫырать Валем Ахун ҫыравҫӑ. Чӑнах та, епле пархатарлӑ туртӑм вӑл тӑван чӗлхене сума суни. Вӑл хамӑрӑн атте-аннемӗре тав туниех.

 

Н.Н.Круглова, Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Курнавӑш, #Елчӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем