Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валем Ахун

Ахун, Валем (чӑн ячӗ Максимов Валентин Осипович), — сӑвӑҫ. 1930 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районӗнчи Кипеккасси (вырӑс. Чураково, тутар. Чурак) ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1978 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. 1990 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫле пулнӑ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш педагогика институтне вӗренсе петернӗ. Пӑва тата Елчӗк районӗн хаҫачӗсен, «Пионер сасси» хаҫатӑн редакциӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Пирӗн енче» (1972);
  • «Палнай» (халӑх юррисемпе балладисем, 1973);
  • «Шурӑ акӑш» (1976);
  • «Чӗнет урхамах инҫете» (1982);
  • тата ыттисем.

Ӑна халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем

Чӑваш Енре паян ҫуралнӑ кун (ВРТТТ)_Чӑваш Енре паян ҫуралнӑ кун (Сӑвар Эртиван)


 
Категорисем: Валем Ахун
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-09-02 13:55:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7543 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем