Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Литература музейӗнче Юхма Мишши пултарулӑх каҫӗ иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Šyravşă 13.04.2011 08:37 | 2449 хут пӑхнӑ

Паян, акан 13-мӗшӗнче, К. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Юхма Мишши 75 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртет. Музей ӗҫченӗсем мероприяти валли ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен «Эп хам сӑмахӑн ялавҫи» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ.

Михаил Николаевич Юхма — Чӑваш халӑх ҫыравҫи, курӑмлӑ писатель, историк, поэт, драматург. Вӑл 200 ытла ӑста историлле романпа повесть, тӗрлӗрен халап, калав, очерк пуххисен, драмапа сӑвӑ кӗнекисен, аваллӑх тата вӑтам ӗмӗрӗн, унсӑр пуҫне чӑваш фольклорӗпе сӑмахлӑхӗн тарӑн тӗпчевӗсен авторӗ: «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965), «Мускав ҫулӗ» (1966), «Элпи чечекӗсем» (1969), «Кӑвак ҫӗмрен», (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чӑвашсем» (1996), «Авалхи чӑваш туррисемпе паттӑрӗсем» (1996).

Юхма Мишшин хайлавӗсем ҫӗршыв тулашӗнче те паллӑ, вӗсене 100 ытла чӗлхене куҫарнӑ. Юхма драматурги жанрне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать. Нумай ҫӗршывра (Азербайджана, Литвы, Украины, Казахстана, Австрии, Кореи) вӑл ҫырнӑ вӑтӑр ытла пьесӑна вылянӑ.

Михаил Николаевич — Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн председателӗ, Чӑваш Республикин ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.

 

Писатель юбилейне республика анлӑн палӑртаҫҫӗ. Чӑваш наци библиотекинче курав ӗҫлет, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тата ачасемпе ҫамрӑксен библиотекинче тӗл пулусем иртеҫҫӗ.

#К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗ, #пултарулӑх каҫӗсем, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем