ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Кино фончӗ республикӑри хӑш-пӗр районсене укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.
Хальхинче конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Патӑрьел, Куславкка, Етӗрне, Тӑвай районӗсем ҫӗнтернӗ. Вӗсене 5 миллион тенкӗшер каялла тавӑрса памалла мар валеҫнӗ.
Ку укҫапа районсем хальхи йышши кинозалсем хута ярӗҫ. Анчах укҫана пӗр япалана шута илсе панӑ: кинозалсенче кӑтартакан фильмсен 50 проценчӗ Раҫҫейре ӳкернисем пулмалла.
Сӑмах май, унччен Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисене, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрнар районӗсене лекнӗ. Республикӑра ку тӗллевпе пӗтӗмпе 60 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.