ЧР Наци вулавӑшӗнче «Атӑлти кӗрхи палитра» курав уҫӑлнӑ. Унпа «Кӗмел ӗмӗр» галерейӑра паллашма пулать.
12 ӳнерҫӗ 3 куна тӑсӑлнӑ плэнерта 50 картина ӳкернӗ. Вӗсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Жуковское кану базине кайнӑ. Унта вӗсем кӗрхи ҫанталӑк илемне хут ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт нумаях пулман, ҫапах ӳнерҫӗсем тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Ӳнерҫӗсем чылай этюд хатӗрленӗ. Ытларахӑшӗ — живопиҫ тата графика. Пур ӗҫе те пейзаж жанрӗпе ӳкернӗ пулин те кашни расна пулса тухнӑ. Мӗншӗн тесен кашни ӳнерҫӗ ҫутҫанталӑк илемне хӑйне евӗр курать.